Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -8.7 °C
Кивӗ пулсан та шурӑ пултӑр.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Проект: хостинг

Кӗскен проект ҫинчен: Тӳлевсӗр хостинг

Тӗллев: Сервер ҫинче чӑвашла сайтсем валли тӳлевҫер вырӑн уйӑрса парасси.

Ертсе пыраканӗ: Николай Плотников

Проект сайчӗ: Dev.roleplay.ru

Проект вӑхӑчӗ: 2006–2008 ҫулсем

Проект тӑрӑмӗ: хупнӑ.

Проекта ӑнлантарса пани

Проект чӑвашла сайтсем валли тӳлевсӗр вырӑн уйӑрса памашкӑн тунӑ. Вырӑн панӑ чухне ҫак уйрӑмлӑхсем пулӗҫ::

  • диск ҫинчи вырӑн: кирлӗ чухлӗ (пирӗн вырӑн нумай, ҫавӑнпа та ун ҫине эпир пӑхмастпӑр)
  • виҫҫӗмӗш шайри домен: *.cbx.su, е *.chuvash.su, е *.chv.su, е *.cdx.ru е *.chuvash.org пекки (е пирӗн урӑх доменсем ҫинче). Ҫавӑн пекех эпир сирӗн ытти иккӗмӗш шайри доменсене ҫыхӑнтарма пултаратпӑр. Сирӗн право пур пулсан виҫҫӗмӗш шайри доменсене те ҫыхӑнтарма пултаратпӑр (анчах та Сирӗн ят.narod.ru доменсене ҫыхӑнтарма пултараймастпӑр).
  • FTP тӑрӑх ӗҫлеме пултаратӑр.
  • SSH тӑрӑх ӗҫлеме пултаратӑр (тӗплӗнрех кунта)
  • PHP, CGI, SSI, .htaccess, .htpasswd, тата ытти ҫавнашкал япаласемпе ӗҫлеме пулать
  • MySQL данныйсен бази.
  • log-файлсемпе ӗҫлеме пултаратӑр (йӑнӑшсене, хӑнасем килсе кайнине пӑхма пултаратӑр)
  • ӗҫсене расписани урлӑ яма пултаратӑр (Cron)
  • CMS Drupal лартма пулӑшатпӑр.
  • проекта хутшӑнакансен вӑйӗпе сире пулӑшатпӑр.

Чарусем

Тӳлевсӗр майпа сайта вырнаҫтарнӑ чухне ҫакӑнпа сирӗн килӗшмелле пулать:

  • Сайтӑн тулли чӑваш версийӗ пулмалла.
  • Сайта ӑшлӑхӗнче тата интерфейсӗнче чӑваш чӗлхи валли кирилица саспаллийӗсемпе усӑ курмалла. Латин саспаллийӗпе ҫырнӑ чӑвашла текстсен калӑпӑшӗ 15% ытла мар пулмалла.
  • Сайт хальхи Раҫҫейпе Чӑваш Ен саккунӗсене пӑсмалла мар.

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Хостинг ҫинчен

Пирӗн пӗрлӗхӗн ытти проекчӗсем

Пирӗн пӗрлӗх ҫак проектсене ертсе пырать:


 
Категорисем: Проектсем
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2021-11-28 19:59:10 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 10852 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем